Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аслисен халалӗ хавхалантарать

Вакунран тухсан тӑхлан тӗслӗ чатӑр карнӑ тӳперен алари ҫӑнӑх пек ҫӑвакан кӗрхи ҫумӑр айне лекрӗм. Ытлашши йӗпенесрен утӑма хӑвӑртлатрӑм. Чукун ҫулпа хӑпартса тунӑ ҫул хӗресленнӗ ҫӗрте хамран самаях ҫӳллӗ арҫынна хуса ҫитрӗм. Ҫулӗ пирӗн пӗр еннеллех иккен. Паллашрӑмӑр. Вӑл — Красноармейски район хаҫачӗн корреспонденчӗ Иван Егоров, пирӗн ял ферминче ӗҫлекенсен ҫырӑвне тӗрӗслеме килет иккен.

— Ҫак ҫанталӑкра ырӑ хуҫа йыттине те урама кӑларас ҫук. Манӑн яла килмеллех: анне пӗчченех пурӑнать. Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ сӑлтава пула иртнӗ эрнере килте пулаймарӑм. Аннене ҫӑкӑр кӳрсе памалла. Эсӗ пур... — вӑлтса каларӑм ӑна.

Материалӗ виҫмине пичетленекен хаҫатра кун ҫути курмалли ҫинчен пӗлтерчӗ Иван. Чӑн та, редактор хушнӑ ӗҫе мӗнле пурнӑҫламӑн.

Ҫумӑрӗ, ҫӗрӗн-кунӗн лӳшкесе, ахаль те исленнӗ ҫӗре татах шӳтерет. Чукун ҫул хӗрринчи сукмакран пӑрӑнсан ҫул чуста пек ҫӑрӑлма тытӑнчӗ, ярса пусмассерен атӑ ҫумне пыльчӑк ҫыпӑҫать. Яла шыва кӗрсе ӳкнӗ йытӑ ҫури пек йӗпенсе ҫитрӗмӗр. Ивана хамӑр пата кӗрсе ӑшӑнма чӗнтӗм. Хирӗҫлемерӗ, анчах фермӑра унта ӗҫлекенсемпе тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн.

Виҫӗ сехет ытла пултӑмӑр выльӑх пӑхакансем патӗнче. Вӗсен нуши-тертне эпӗ те туйса илтӗм. Журналистӑн материалӗ палӑртнӑ номерте пичетленнӗ. Ҫивӗч, витӗмлӗ пулнӑ вӑл.

Килте кӗпе-тумтире типӗтрӗмӗр, вӗри чейпе шӑм-шака ӑшӑтрӑмӑр. Шуратса, тӑвар ярса пӗҫернӗ ҫӗр улмине йӳҫӗ сӗтпе юратса ҫирӗмӗр. Ҫула тухас умӗн, пире хӗрхенсех тейӗн, ҫумӑрӗ кӑштах лӑпланчӗ. Красноармейски–Ҫӗрпӳ ҫулӗ ҫине ҫитнӗ ҫӗре тӳперен каллех ҫумӑр лӳшкеме тытӑнчӗ. Ҫул хӗрринче ҫумӑртан пытанма хӳтлӗх ҫук. Вӑл йӗпетет те йӗпетет. Именкасси енчен ҫӑмӑл автомашина курӑнса кайрӗ. Иван ку машина район пуҫлӑхӗн ҫумӗн пулнине тӳрех палласа илчӗ.

— Акӑ эпӗ ларса вӗҫтеретӗп. Санӑн тата чылай йӗпенмелле пулӗ-ши? — мана хӗрхеннӗн каларӗ Иван.

Эпир алӑ тӑратса хӑлаҫлан каланине курсан «Волга» пирӗн пата ҫывхарнӑҫем хӑвӑртлӑхне чакарчӗ, анчах чарӑнмарӗ. «Хуҫин» мӑнкӑмӑллӑ пит-куҫне ҫеҫ курса юлтӑмӑр. Ҫав вӑхӑтрах Красноармейски енчен кузовне пиҫӗ шӑналӑкпа карнӑ автомашина ҫитсе чарӑнчӗ. Эпӗ кузова пакшалла ҫӑмӑллӑн сиксе хӑпартӑм та ҫумӑртан пытантӑм. Автомашина тапранса малалла кустарнӑ май, Иван Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ йывӑҫ кӗпер еннелле хӑвӑрттӑн утса кайнине ҫеҫ курса юлтӑм. Ҫавӑнтанпах пӗлетпӗр эпир Иван Павлович Егоровпа пӗр-пӗрне.

Иван Егоровӑн 1975 ҫулта «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ «Машинлӑ Михаля» ятлӑ пӗрремӗш калавӗ хӑйӗн кулленхи пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ произведени тесшӗн. Журналистра ӗҫлени ӑна пурнӑҫа сӑнама вӗрентнӗ, тӗрлӗ кӑмӑл-туйӑмлӑ ҫынпа тӗл пултарнӑ. Вӑл «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пилӗк ҫул тӑрӑшнӑ, унтан икӗ ҫул «Коммунизм ялавӗнче» («Хыпар») вӑй хунӑ. 1975 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствине куҫнӑ, кунта тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ.

Иван Егоровӑн ҫитмӗлмӗш ҫулсен варринчен тытӑнса «Тӑван Атӑл» тата «Ялав» журналсенче калав хыҫҫӑн калав пичетленет. Пӗрремӗш кӗнеки — «Лайӑх ача» — калавсен пуххи. 1976 ҫулта кун ҫути курнӑ. Ҫыравҫӑн малтанхи калавӗсем произведенисенче пулса иртекен ӗҫсене илемлӗ ҫырса кӑтартма, геройсен хутшӑнӑвӗсене уҫӑмлӑ палӑртма, чӗлхен ытарлӑ мелӗсемпс пӗлсе усӑ курма пултарнипе палӑрнӑ.

Тепӗр ҫултан «Виҫӗ чарлан» повеҫпе калавсен кӗнеки вулакансем патне ҫитнӗ. Ҫамрӑк авторшӑн ҫак кӗнеке хавхалану ҫуначӗ пулнине пичетрен тухнӑ-тухманах ӑна критиксем асӑрхани те ҫирӗплетет. Хӑшӗсем ӑна тиркеме пӑхрӗҫ. Ку енӗпӗ Михаил Юрьев журналист «Сӗвӗрӗлнӗ ӗмӗтсем» статьяра («Ялав» 1977, 10 №) кӗнекери хӑйлавсем пирки ҫапларах сӑмах ваклать: «Ҫак кӗнекери «Арҫын», «Инҫет кӑваклӑхӗ» тата «Хуралта» калавсем те «Виҫӗ чарлан» повесть пекех тулли тӗшӗллӗ мар. Вӗсене те васкаса ҫырнӑ. Вӗсен геройӗссм те чылай енчен авалхи гимназистсене ҫеҫ аса илтереҫҫӗ: хӑйсен малашнехи кун-ҫулӗ мӗнле пулассипе сахал интересленеҫҫӗ, хавшак чунлисем тепӗр чухне ӗҫкӗ ҫине сулӑнса, тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайма та хатӗр». Статьяра «Виҫӗ чарлан» повеҫе самаях тӑрмаланӑ вара.

Критик Иван Егоров повеҫӗпе калавӗсен геройӗсене «ҫут Коммунизма» харӑссӑн утакансен ретӗнче курасшӑн ҫунни куҫкӗрет. Вӗсен юратури кӑмӑл-туйӑмӗ те ҫӗпре пек йӳҫсе хӑпарса мар, ыттисене систермесӗр вӑрттӑн амаланмалла. Пурнӑҫра вара кашнин хӑйне уйрӑм характерӗ, ӑнланӑвӗ, тавракурӑмӗ, юратури туйӑмӗ пулмалла. Тӗрлӗ йышра — тӗрлӗ пурнӑҫ, тӗрлӗ хутшӑну.

Ҫыравҫӑ ӑсталӑхӗ хӑйӗн произведенийӗсенче ыттисем курма пултарайманнине, ӑнкартайманнине сӑнланинче мар-ши? Е пурнӑҫри киревсӗрлӗхе, ҫитменлӗхе ҫырса кӑтартса автор вӗсене хӑех вӗри пӑшатанпа тирмест-ши?

Михаил Юрьев ҫамрӑк автор ӗҫӗнче ыррине чӗрне хури тӑршшӗ те курма тӑрӑшманни хытах тӗлӗнтерет. Произведенире сӑнланӑ редакцири ӗҫ-пуҫа ҫырса кӑтартас, ҫынсен хутшӑнӑвне, характерне, шухӑш-кӑмӑлне уҫса парас, ҫамрӑксен пурнӑҫне уҫӑмлӑ кӑтартас енӗпе «Виҫӗ чарлана» Юрий Скворцовӑн «Ҫын ӑшши» повеҫӗпе танлаштарнӑ пулӑттӑм.

И. Иванов критик «Тепӗр утӑм» («Тӑван Атӑл», 1977, 5 №) статьяра «Виҫӗ чарлан» кӗнеке ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Кӗнекери произведенисене автор пӗр кӗвӗпе ҫырнӑ, темипе тӗп шухӑшӗ те пӗрре — хальхи ҫамрӑксен пурнӑҫӗ, ӗмӗчӗпе шухӑш-кӑмӑлӗ. Стиль тӗлӗшӗнчен те вӗсенче чылай тӗлте пӗрпеклӗх курӑнать. Урӑхла каласан, кӗнекери япаласем пӗрне-пӗри пуянлатаҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе вӗсем тачӑ ҫыхӑннӑ. Повеҫе ҫырнӑ чух автор ваттисен сӑмахӗсемпе, ӑнӑҫлӑ танлаштарусемпе анлӑн усӑ курать. Вӗсене вулакан повесть пуҫламӑшӗнчех асӑрхарӗ».

Иван Егоров геройӗсен паха енӗсем — ӗмӗтленме пӗлни, малашлӑха шанчӑкпа тинкерни, чунпа таса пулни. Ялан тенӗ пекех, кӑткӑс та хирӗҫӳллӗ лару-тӑрусенче те геройсен чунӗсенчи ҫак ырӑ енсем кӑвак хуппи пек уҫӑлса илеҫҫӗ.

«Виҫӗ чарлан» повеҫе автобиографилле повесть тесе те калас килет. Мӗншӗн тесен Аксумлара пулса иртекен ӗҫсене йӑлтах Красноармейскинче пулса иртнӗ пек ӑнланнӑ ку ял ҫыннисем. Хӑшпӗр персонажсене «палласа» та илнӗ имӗш. Пӗрре те пӑсӑк мар ку. Вулакан чунне тыткӑнлакан произведени ҫапла пулмалла та.

Ҫамрӑк вулакансем Иван Егоровӑн тӑваттӑмӗш — «Ашшӗпе ывӑлӗ» — кӗнекине те хапӑлласа йышӑнчӑҫ. Критиксем те ӑна асӑрхамасӑр хӑвармарӗҫ. «Тӑван Атӑлӑн» 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн номерӗнче Вениамин Тимаков сӑвӑҫ, кӗнекене кӗртнӗ калавсене тишкерсе тухнӑ май, вӗсен лайӑх енӗсемпе ҫитменлӗхӗсене палӑртнӑ. «Иван Егоров, — тет тишкерӳҫӗ «Хушка пуҫ» калав ҫинчен уйрӑммӑн сӑмах вакласа, — автор вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ял ҫыннисен, ача-пӑчан йывӑр кунӗсене чуна тивекен чӗрӗ, асра юлакан, пурнӑҫра пулма пултаракан ӳкерчӗксемпе, самантсемпе витӗмлӗн кӑтартса парать».

Кӗнекери калавсем пӗр пӗтӗмӗшле новелла пек вуланаҫҫӗ. Тӗп геройсем — ачасем, шкулта вӗренекенсем. Вӗсен пурнӑҫне автор аслӑ ӑрури ҫынсен сӑнарӗсемпе пӗр тӗвве ҫыхӑнтарнӑ. Ачасем пурнӑҫа, тӗрлӗ ӗҫ мелне аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ. Ура ҫине ҫирӗпрех тӑма тытӑнсан, кӳренӳллӗ сӑмантсенче хӑйсен кӑралӑхне те кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑ ачасемпе куллен тимлӗ пулмалли ҫинчен калать.

Ашшӗсемпе ачисем — ӑрусем хушшинчи ӗмӗрхи ҫыхӑну: аслисене хисеплесе сума суни, кӗҫӗннисене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшни, куллен ырра ӗмӗтленсе хавхаланни, тӑван ҫутҫанталӑка упрама тӑрӑшни — пурнӑҫ никӗсӗ, пурнӑҫ тыткӑчи.

Иван Егоров, васкамасӑр ӗҫлет пулсан та, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке калӑплать. «Шур перчетке» (1989) повеҫпе калавсен пуххи — прозаикӑн пиллӗкмӗш кӗнеки, Кунти произведенисенчи ӗҫ-пуҫ та ҫамрӑксем тавра пулса иртет. Автор вӗсене те пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрленекенсене халалланӑ. Ҫыравҫӑн ачасен шухӑш-кӑмӑлне, психологине уҫса памалли мелӗсем чӑнах пуян вара. Чӗрӗ пурнӑҫ сывлӑшӗпе сывлакан произведенисене ҫитӗннисем те кӑсӑклансах вулаҫҫӗ.

Кашни ҫӗнӗ произведени ҫырмассерен Иван Егоров этем ӑс-хакӑлне, унӑн ӑшри пуян та кӑткӑс пурнӑҫне тарӑнрах та тарӑнрах тӗпчет, ҫынпа ҫын, ҫынпа ҫутҫанталӑк хушшинчи хутшӑнусене пӗр хӑйле курса пин-пин вулакан кӑмӑлне килмелле сӑнлать. Унӑн кашни произведенийӗ хӑйне евӗрлӗ, ансат сюжетлӑ, чӗлхи илемлӗ. Ҫак шухӑша «Куҫ ҫути» (1992) кӗнекене кӗнӗ повеҫсемпе калавссм те ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку — писателӗн улттӑмӗш кӗнеки. Унта «Куҫ ҫути», «Хуралҫӑ», «Революци салтакӗ» повеҫсем, «Пуҫ пӳрне», «Хӗлимунпа Микит», «Пурӑннӑ чухне», «Тамаша», «Ӑҫта каяҫҫӗ?», «Турбазӑри пӑр каҫ» калавсем кӗнӗ. Вӗсенче — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑнхи тата паянхи шкул ачисен, ар ҫулне ҫитнӗ ҫамрӑксен ӗҫӗ-хӗлӗ, хутшӑнӑвӗ, юратӑвӗпе туслӑхӗ, куллӗнхи пурнӑҫӗ, кӗрешӗвӗ.

Уйрӑммӑн илсен, «Революци салтакӗ» повеҫре чӑваш ҫамрӑкӗсен Октябрь революцийӗ вӑхӑтӗнчи кун-ҫулне, кӑмӑл-туйӑмне, ӗмӗтнӗ кӑтартнӑ. Унта автор революцие чун-чӗрепе парӑннӑ, ӑна йышӑннӑ ҫынсен сӑнарӗсене, вӗсен фанатизмне ӗненмелле сӑнланӑ.

Асамлӑ юмӑҫсемпе тухатмӑшсем ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗртен сыватни ҫинчен калакан халап-юмах юлашки вӑхӑтра сарӑлсах пырать. Малашне врач та, эмел те кирлӗ пулас ҫук тейӗн. Ҫын психологине шута илсен, ӑна вӑхӑтра йӑпатни, кирлӗ самантра ӑшӑ сӑмах калани, чир-чӗртен сыватма шанчӑк парса хавхалантарни аван ӗнтӗ. Анчах кирек мӗнле чиртен те наука никӗсленӗ, унӑн вӑрттӑнлӑхне алла илнӗ медицина ӗҫченӗсем ҫеҫ ҫынна сыватма пултарнине Иван Егоров «Куҫ ҫути» повеҫре ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ.

Ефимов Элеҫукӑн куҫӗ пӑсӑлнӑ. Ачан куҫне выльӑх тухтӑрне те вӗренмен, ялта асамҫӑ тесе шутлакан Курак Якурӗ кӑвак чулпа хырса сиплени те, вӑтӑр пилӗк ҫухрӑмри Валем-хуҫана ҫитсе ҫветтуй шывӗпе ҫуни те пулӑшмасть. Искер тата Хусан больницисенчи тухтӑрсем ҫеҫ Элеҫука ку ҫӗнӗрен куҫ ҫути тавӑрса параҫҫӗ.

Элеҫук — юлташӗсемпе яланах туслӑ пурӑнма тӑрӑшакан, ватӑсене хисеплеме пӗлекен тата вӗсене яланах пулӑшма хатӗр ача. Вӑл нимӗнле ӗҫрен те ютшӑнмасть. Чӑваш чунӗ вырӑспа та, тутарпа та пӗр чӗлхе тупма пӗлет. Писатель пирӗн хушӑра Элеҫук пек ӗҫчен те сӑпайлӑ ачасем ытларах пулччӑр тесе каласшӑн пулнӑ ӗнтӗ.

Тӗпрен илсен, «Куҫ ҫути» кӗнеке Иван Егоровӑн пултарулӑхӗ тата ҫӳллӗрех пусӑма ҫӗкленни, унӑн тӗнчекурӑмӗ анлӑланни, ӑсталӑхӗ ӳсни ҫинчен калама май парать.

Анчах эпир Иван Егоров творчестви пӗр ҫитменлӗхсӗр, кунта пурте хӑй вырӑнӗнчех тесе ҫирӗплетме пултараймастпӑр. Унӑн хӑшпӗр хайлавӗсенчи сӑнарсем карикатура майлӑрах пулса тухнӑ, вӑл е ку произведенири ӗҫ-пуҫсем ытла хӑвӑрт пулса иртнӗрен вӗсене чуна ирӗксӗрлесе, хӑвна ху хистесе ҫеҫ йышӑнатӑн. Хӑшпӗр хайлавсенче содержанине уҫса пама кирлех те мар, ытлашши, тӗрӗсрех каласан, сӑмахран, «Виҫӗ чарлан», «Шур перчетке», «Куҫ ҫути» повеҫсенче савӑлласа кӗртсе лартнӑ персонажсем те тӗл пулаҫҫӗ. Пур чухне те литература чӗлхин нормине шута илменни хӑш-пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене кӑнтамлать. Хӑй шухӑшласа кӑларнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе чӗлхене «пуянлатма» хӑтланни пур чухне те вырӑнлӑ мар.

Произведенисенчи уйрӑм ҫитменлӗхсене татах та тупса палӑртма пулать. Пирӗн тӗллевӗмӗр вара — Иван Егоров ҫак тарана ҫитсе чӑваш вулаканӗсемшӗн пысӑк та пархатарлӑ ӗҫ тунипе кӑтартасси. Ҫак шухӑша 1989 ҫулта Иван Егорова Писательсен союзӗн членне илнӗ чухне Чӑваш халӑх писателӗсем Александр Артемьев, Василий Алентей, Лаврентий Таллеров, Чӑваш халӑх поэчӗ Василий Давылов-Анатри каланӑ ӑшӑ сӑмахсем те лайӑх ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсемех ӑна союз членне кӗме сӗннӗ. Иван Егоров чӑваш литературин шурсухалӗсем шаннине тӳрре кӑларса пырать.

Иван Егоров ҫырни-пичетлени сахал мар терӗмӗр. Ҫырни-пичетленменни тата ҫырма палӑртса хуни хӑй 50 ҫула ҫитиччен тунинчен чылай ытларах. Ҫырнине вулакансем патне ҫитерме, ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану, ӑнӑҫлӑх сунар Саврӑшпуҫ ӗҫченне.

Осип Алексеев.
«Хыпар», 1993, ҫу, 8


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-03-22 17:13:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4082 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем